Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Лайăххисем йышлансах пыраççĕ

Лайăххисем йышлансах пыраççĕ

Елчĕкри искусство шкулĕнче кашни çулах професси ăсталăхĕн «Çулталăкри социаллă педагог», «Çулталăкри воспитатель», «Чи класлă класснăй», «Çулталăк вĕрентекенĕ» районти конкурссен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене чысласси ырă йăлана кĕнĕ.

Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăнчĕ. Чи малтанах вăл вĕренỹре, спортра пысăк ỹсĕмсемпе палăрнă шкул ачисене ЧР Пуçлăхĕн стипендине илнĕ ятпа саламларĕ, кашнине свидетельство парса чыс турĕ, малашлăхра çитĕнỹсем сунчĕ.

Залри вĕрентекенсен куçĕсем çиçеççĕ, вĕсен ачисем-çке пултарулăхри ăнтăлушăн республика шайĕнчи хисепе тивĕçнĕ. Çакă пĕр тесен учителĕн ĕçне пысăк хак паниех. 19 вĕренекен-стипендиат «Я люблю тебя, Россия» юрра шăрантарнине итлесен малашлăх çутă пуласси никама та иккĕлентермерĕ пулĕ.

Кăçал районти конкурссенче 40 ытла педагог хăйсен сăваплă профессине чунтан парăннине çирĕплетсе вăй виçнĕ. Çав шутра Елчĕк шкулĕнчи биологи вĕрентекенĕ Марина Кудрявцева республикăри «Педагогика дебючĕ» конкурсра тупăшнă.

Тĕрлĕ енлĕ ăсталăха кăтартса, вĕренекенсен юратăвне çĕнсе илнĕ кăçалхи çĕнтерỹçĕсем — Елчĕк шкулĕнчи Светлана Маркова соцпедагог, «Шевле» ача садĕнчи Наталия Архилина воспитатель, Елчĕк шкулĕнчи 8 класс ертỹçи Ольга Ашмарина, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулти биологипе хими вĕрентекенĕ Ираида Павлова.

Л.Левый стипендиатсем хушшинче

Çавăн пекех лауреатсене те манса хăварас мар. Вĕсем — Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулти Ольга Салмина, Патреккелĕнчи Татьяна Никифорова соцпедагогсем, Кивĕ Эйпеçри Светлана Александрова воспитатель, «Солнышко» ача садĕнчи музыка ертỹçи Лилия Шурбина, Çĕнĕ Пăвари, Шăмалакри 2 тата 9 классен ертỹçисем Оксана Кругловăпа Ирина Фадеева, Елчĕкри физкультура учителĕ Виктор Демьяновпа Курнавăшри кĕçĕн классене вĕрентекен Оксана Мясникова.

Уяв питĕ хаваслă иртрĕ. Искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсен юрри-ташши пухăннисене савăк кăмăл парнелерĕ. Анчах… Хальхи вăхăтра республикăра Чăваш чĕлхин уйăхлăхĕ пынă вăхăтра уявра хамăрăн тăван чĕлхе янраса тăнă пулсан мероприятин сумĕ тата та ỹсĕччĕ, тĕшши те тулăхлă та пуян пулнă пулĕччĕ. Педагогсен чăваш чĕлхин сумне ỹстерес тĕллеве мала хурса район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Леонард Левыйран ырă тĕслĕх илмеллех…

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: М.Кудрявцева, Н.Архилина, С.Маркова, М.Чернова, О.Ашмарина, И.Павлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code